Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӗмӗл кӗпер патӗнчи ҫапӑҫу (Кӗмел Кӗпер)

Хаяр-тискер вӑрҫӑ турри хавасланчӗ,
Ун ҫимӗҫӗ паллӑ — вилӗ, ҫарату...
«Кӑвак ҫурт» ярӑмран.


Ним тума аптранӑ тӑшмансем Кӗҫӗн хулана тапӑнса кӗме шутланине чӑвашсем вӑхӑтра пӗлчӗҫ. Элтепер хӑй патне Пачманпа Ылттӑнчече чӗнме хушрӗ.
— Саврӑш-паттӑр та килсе ҫитеймерӗ, — терӗ вӑл юратнӑ хӗрӗпе кӗрӳшӗ килсессӗн. — Упи-паттӑр та пӗтӗм ҫарӗпе ҫухалчӗ. Кӗҫӗн хулана сыхлассине сире паратӑп. Пӗлетӗп: йышлӑ мар пирӗн ҫар. Ҫапах та парӑнма юрамасть. Туятӑп: паяи-ыран ҫӗнӗ ҫарпа Савруш-паттӑр килсе ҫитет. Упи-паттӑр та ҫаврӑнса тухатех. Вара эпир тӑшмана ҫӗнтеретпӗрех. Халлӗхе хула хӳттинче ҫапӑҫма лекет.
Каҫпулттипе вара элтепер юратнӑ хӗрӗпе кӗрӳшне керменрен тухса, Кӗмӗл кӗпер патне ҫитиех ӑсатса ячӗ.
Малта пилӗк пинлӗ ҫар. Кӗҫӗн хулана сыхлама мӗнпурӗ те ҫакна ҫеҫ пама пултарчӗ элтепер. Ку вӑл унӑн управ ҫарӗччӗ, юлашки резерв. Аслӑ хулана сыхлама унтан та сахал ҫар юлать. Ун вырӑнне кунта элтепер хӑй. Пӗр-пӗччен вӑл тӑшманӑн тепӗр таманне тӑрать.
Кӗҫӗн хулана каякан утлӑ ҫар Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫать. Эккелсем пурте ҫыхса тунӑ кӳпесемпе, пуҫӗсенче — сапарсем. Урисене атӑ тӑхӑннӑ, чӗркуҫҫийӗсене сӑран эптелсемпе хупланӑ. Пурте лайӑх кӑралпа. Кашнийӗн йывӑр хӗҫ, сӑнӑ, ухӑ, анкар, чукмар. Элтепер пӗлет: ку ҫарти кашни эккел вунӑ тӑшман ҫыннине тӑрать.
Кӗпер тӗлне ҫитсессӗн, эккелсем Кул Али юррине юрласа ячӗҫ.
Тӑванах хулана сыхлас тесе,
Пӗтӗм халӑх паян ҫӗкленет.
Тискер тӑшмансене ҫӗнес тесе,
Урхамах-ут пӑлхар йӑнерлет.

Ӑсатса яр, савни, ӑсатса яр,
Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫарса яр.
Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне
Ҫӗнтерӳ сун, савни, пехил пар...

Ҫар иртсе кайнӑ хыҫҫӑн Ылттӑнчечпе Пачман Кӗмӗл кӗпер ҫине кӗчӗҫ те учӗсене чарчӗҫ.
— Сывӑ пул, атте, — терӗ Ылттӑнчеч, ҫӑлтӑр куҫӗсемпе ашшӗ ҫине ӗмӗрне астуса юлас тенӗн пӑхса.
— Пирӗншӗн ан кулян, — терӗ Пачман, хӑйне хаваслӑн тытма тӑрӑшса, улӑп сассине янӑраттарса. — Эпир тӑшмана тӗп тума пӗлетпӗр.
— Ылттӑнчече, Ылттӑнчече асту! — пӑшӑлтатнӑн каларӗ элтепер. — Япӑх саманара пурӑнатпӑр, ху куран. Нимӗн тума та ҫук, пирӗн чечек пек хӗрсем, хӗҫ тытса, хулана хӳтӗлемелле пулса тухрӗ те...
— Вӑрҫӑ патакки икӗ вӗҫлӗ, — сасси улшӑнчӗ Пачманӑн. — Эпӗ ҫакна шантарса калама пултаратӑп, элтепер: хам сывӑ чухне тӑшман алли те, тӑшман кӑралӗ те Ылттӑнчече тивеес ҫук.
— Апла пулсассӑн, ӗмӗр-ӗмӗр Пачман сыв пултӑр! — кӗрӳшен сасси улшӑннине сиссе, хӑй сассипе ҫирӗплетрӗ патша. — Шанатӑп: тӑшман хулана кӗреймест!..
Хӗрӗпе кӗрӳшӗ Кӗмӗл кӗпер урлӑ епле каҫса кайнине чылайччен пӑхса тӑчӗ Ылттӑнпик. Унӑп чӗри пӑчӑртанса ыратрӗ. Ӗмӗрлӗхех сывпуллашмарӗҫ пуль те вӗсем паян?..
* * * <<
Тискер тӑшман Кӗҫӗн хулана илӗм-тилӗмлех тапӑна пуҫларӗ. Хорезмпа Уркеич патӗнчен илсе килнӗ тапӑнчӑксем тем пысӑкӑш чулсемпе Кӗҫӗн хула хӳмине темиҫе ҫӗртен шӑтарса ҫӗмӗрчӗҫ. Вӗсен урлӑ утлӑ монголсем хулана кӗрсе кайрӗҫ. Пур ҫӗрте те юнлӑ ҫапӑҫу пуҫланса кайрӗ. Пӗр пӑлхар эккелне хирӗҫ вунӑ-вуникӗ тутарпа монгол тухаҫҫӗ.
Хайсен ывӑлӗсемпе, упӑшкисемпе, пиччӗшӗсемпе пӗрле пӑлхар хӗрарӑмӗсем те вӑрҫӑ вутӗнче. Ним шеллемесӗр касаҫҫӗ те касаҫҫӗ вӗсене те сӗкӗнсе кӗрекен тутарсемпе монголсем. Пӗр саслӑн, ахлатмасӑр ӳкеҫҫӗ пӑлхар пикисемпе хӗрарӑмӗсем тискер тӑшман учӗсен ури айне.
Ҫук, ҫук, тӑщманӑн савӑнма иртерех-ха. Ҫӗнӗрен ҫӗнӗ пӑлхар йӗкӗчӗсемпе пикисем ҫапӑҫӑва кӗреҫҫӗ. Вӗсене ухӑ тытнӑ ачасем пулӑшаҫҫӗ. Анчах ытла та тискеррӗн сӗкӗнсе кӗрет-ҫке-ха тӑшман. Лайах кӑралланӑ эккелсем кӑна ҫак путсӗр тӑшмана чарма пултараҫҫӗ. Анчах вӗсен шучӗ ытла та сахал-ҫке! Пӗрин хыҫҫӑн тепри весем, улӑпсем пек кӗрешсе, пуҫне хураҫҫӗ хура тӑпраллӑ ҫӗр ҫине. Пуринчен те паттӑрри, паллах, Пачман. Унпа юнашар — Атӑлҫи Пӑлхарстанӑн ытарайми чечекӗ Ылттӑнчеч. Паян вӑл хӑй ачисене сыхлакан шурӑ парс ами пек, савнӑ упӑшкипе тан тискер тӑшмана пӗтерет. Монголсем те, тутарсем те Ылттӑнчечпе Пачман патне ҫывхарма та хӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа, вӗсене утрав пек хӑварса, малалла та малалла, Кӗмӗл кӗпер патнелле сӗкӗнеҫҫӗ.
Сисрӗҫ Пачманпа Ылттӑнчеч: тӑшман тӗллевӗ — Кӗмӗл кӗпере тытса илесси, ун урлӑ Аслӑ хулана каҫса каясси.
— Ман хыҫҫӑн! — улӑп сассипе чӗнчӗ Пачман юнташӗсене. — Ман хыҫҫӑн! Кӗмӗл кӗпере тытса илме памалла мар!..
Анчах епле сыхласа тӑрӑн-ха ҫак сахалланса юлнӑ ушкӑнпа сӗкӗнсе кӗрекен пин-пин тӑшманран Кӗмӗл кӗпере?..
Ҫук, пурӗпӗрех парӑнмаҫҫӗ пӑлхарсем. Ҫапӑҫаҫҫӗ те ҫапӑҫаҫҫӗ вӗсем, Кӗмӗл кӗпер ҫине тискер тӑшмана кӗртмеҫҫӗ.
Сасартӑк тӑшман хыҫӗнче, Кӗҫӗн хула пуҫланнӑ тӗлте, хӑватлӑ сасӑ янӑраса кайрӗ:
— Утӑрья!..
— Эпир ҫитрӗмӗр! Эпир ӗлкӗртӗмӗр!..
— Пирӗнпе пӗрле — Упи-паттӑр!..
Пӑлхарсен ҫӗнӗ ҫарӗ килсе тапӑннине курса, пин-пин тӑшман пӗр ҫӗре лӑпчӑнма тытӑнчӗ. Кӗмӗл кӗпер патӗнче каллех хӗрӳ ҫапӑҫу пуҫланса кайрӗ. Монголсемпе тутарсем чака пуҫларӗҫ. Пӑлхарсем, вӗсене хӑваласа, Кӗҫӗн хулан ишӗлнӗ хӳмисем патнелле пычӗҫ. Унта вара чакса пыракан тӑшмана Упи-паттӑр ертсе пыракан эккелсем турама тытӑнчӗҫ. Хӑйсене пур енчен те ҫавӑрса илнӗ монголсемпе тутарсем ниҫта кайса кӗме пӗлмерӗҫ. Вӗсен ҫапӑҫас хастарлӑхӗ пӗтрӗ. Вӗсем сапаланса кайса тӗрлӗ еннелле тарасшӑн пулчӗҫ. Анчах ниҫта та хӑйсене валли ҫӑлӑнӑҫ тупаймарӗҫ.
Кӗмӗл кӗпер патӗнчи ҫапӑҫура пӑлхарсем ҫӗнтерчӗҫ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-16 18:43:41 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2773 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем